RealMusic
6 лет

Эдуард Маленков & Алена Алексеева - Эс манан телейем (2017)

4:29
109 25%
Лицензия
Произведение «Эдуард Маленков & Алена Алексеева - Эс манан телейем (2017)», созданное автором Эдуард Маленков, публикуется на условиях лицензии:
Над треком работали
Аранжировка, запись, сведение, мастеринг Василия Филиппова. Chop vocal - Катрин.
Автор музыки
Юрий Сергеев
Автор текста
Эдуард Маленков
Исполнитель
Эдуард Маленков и Алена Алексеева
Текст
Эс манăн телейĕм
(Ты мое счастье)
/Каччăпа хĕр юрлаççĕ/
(Исполняется в дуэте)

Эс юнашар,
/Эп юнашар/,
Эс манăн телейĕм.
/Эп санăн телейĕм/.
Пул эс манпа,
/Пулăп санпа/,
Сăпайлă хĕвелĕм.
/Эп санăн хĕвелĕм.
Пулăп санпа.
Эп санăн телейĕм.
Эп санăн хĕвелĕм/.

Çунатлă çамрăклăх хăвăрт иртет,
Ман каялла таврăнассăм килет
Çав чи асамлă, хитре тĕнчене,
Тĕл пултăм эпĕ унта савнине.

Хушса юрламалли:

Эс юнашар,
/Эп юнашар/,
Эс манăн телейĕм.
/Эп санăн телейĕм/.
Пул эс манпа,
/Пулăп санпа/,
Сăпайлă хĕвелĕм.
/Эп санăн хĕвелĕм/.
Ылтăнран эсĕ
/Ылтăнран эпĕ/
Пахарах маншăн,
/Пахарах саншăн/,
Эп ту çине
/Эс ту çине/
Хăпарăттăм саншăн.
/Хăпарăттăн маншăн/.

Илемлĕ юрă янрать улăхра,
Тĕлĕнмелле-çке самант чунăмра.
Юмахри евĕр ỹкерчĕк умра,
Унччен курманччĕ йĕри-таврара.

Хушса юрламалли.

Ха-ха, м-м, ха-ха-ха-а-а,
Ха-ха-ха-а-а, м-м.

Савниçĕм манăн чечек пек хитре,
Йăл-кулă çиçтĕр ялан сăн-питре,
Ан сỹнтĕр пирĕн ачаш юрату,
Кун-çул вара пултăр çепĕç, тату.

Хушса юрламалли (2 хутчен).

Ха-ха-ха-а-а,
Ха-ха-ха-а-а, м-м-м,
О-о-о-о-о.